Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Авӑн уйӑхӗ (ҪЯ)

Ҫулталӑк ярӑмӗн пайӗ.

Авӑн уйӑхне ҫурла, ыраш аки, йӗтем, кӗре кӗртекен, кӑмака лартакан, хуракан уйӑх тенӗ. Ҫулҫӑ саралнӑ, ҫулҫӑ тӑкӑннӑ, хура кӗре кӗнӗ уйӑх тесе те каланӑ. Авӑн уйӑхӗнче кая юлса пулакан сӗлӗ, урпа тыррисене пуҫтарса пӗтернӗ, юлашки ҫӗмелсене уйран йӗтем ҫине турттарса капана хывнӑ, авӑн ҫапнӑ. Лупас айӗнче салат шӑтарнӑ. Авӑн вучахне хывса типӗтнӗ, юпа уйӑхӗнче авӑртнӑ.
Ҫӑка ҫулҫи саралса пӗтиччен, чиркӳ календарӗпе Ҫимион кунӗччен, кая юлнисем ыраш акса пӗтернӗ.
Авӑн уйӑхӗнче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланать. Ача-пӑча шкула ҫӳреме пуҫлать.
Хур-кайӑк кӑнтӑр енне вӗҫсе кайма пуҫтарӑнать, ытти кайӑк ҫула тухать. Пахча ҫимӗҫ, пан улми пуҫтараҫҫӗ. Кунпа ҫӗр танлашнӑ вӑхӑтри /22.09/ эрнере, эрне кун кӗрхи ҫимӗк, юпа уявне ирттереҫҫӗ. Утарти вӗллесене хӗл каҫма хатӗрлеҫҫӗ, тасатаҫҫӗ, карас ҫинчи пылсене пӑхаҫҫӗ, апатланма ҫитни-ҫитменнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Утар ҫуртне, вӗлле лартакан хупӑ-хушӑсене, лаҫсене тӳрлетсе ҫӗнетеҫҫӗ, типӗтеҫҫӗ, типтерлеҫҫӗ. Уйӑх вӗҫӗнче ҫӗлен-калта ҫӗр ӑшне, упа-кашкӑр авӑрти йӑвине, хӳтлӗхне кӗрсе выртӑть тенӗ.
Выльӑх картишӗсене, кушарӗсене, лаҫӗсене ҫӗнетсе тӳрлетнӗ. Выльӑхсене сутмалли, самӑртмалли, хӗл каҫармалли ушкӑнсене пайласа уйӑрса пӑхнӑ.
Кашкӑрсем сунара ҫӳресрен ял тавра, картиш тавра вут чӗртсе "вут пуҫҫисем" пӑрахнӑ.
Ҫӗнӗ пӳрт-ҫурт лартнисем кӑмака туса ҫӗнӗ пӳрте куҫнӑ. Ҫӗнӗ пӳрте хӗрт-сурт кӗртсе /кивӗ вучахран ҫӗнӗ вучаха вут-кӑвар килсе хывнӑ/ хӗрт-сурт пӑттине пӗҫерсе ҫинӗ, кӗлӗ тунӑ, ҫӗнӗ ҫуртра ырлӑх-пурлӑх тулли пултӑр тенӗ.
Уйӑх вӗҫӗнче купӑста касма, ҫарӑк, кӑшман кӑларма пуҫланӑ.
Вырӑссем авӑн уйӑхӗнче, кӗрхи уяр кунӗсенче ҫу кунӗсем таврӑнаҫҫӗ тесе калаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑта — "арӑмсен кунӗсем /а.к./ - бабье лето" тесе калаҫҫӗ тата ӑна виҫӗ пая уйӑраҫҫӗ: ҫамрӑк а.к. /27.08 - 11.09/, ватӑ а.к. /14 - 29.09/, ҫитӗннӗ ватӑ а.к. /24 -29.09/.
Чӑвашсем ҫак вӑхӑта тӑрна кунӗсем тесе каланӑ. Уйӑха вӗҫлекен куна ҫӑва ӑсатнӑ кун тесе калаҫҫӗ. Ӑна купӑста кукӑлӗ туса, пӗҫерсе-ҫисе асӑнаҫҫӗ.

Паллӑ кунӗсем, уявсем

1. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ кун.
1-10. Вӑрманти ырӑ-усалсене /арҫурисене, ырҫурисене/ вӑрман пуянлӑхне ӳстерекен ырӑсене асӑнса чӳкленӗ вӑхӑт.
2. Кӑшман-ҫарӑк ҫитӗннӗ вӑхӑт.
3-4. Вӑрманти арҫурисем, хура каҫсенче вӑрмантан тухса йӗтем ҫине пыраҫҫӗ тенӗ. Вӗсем авӑн вучахӗнче выляҫҫӗ, ҫил кӑларса кӗлтесене сирсе пӑрахаҫҫӗ тенӗ. Вӗсене хуралҫӑсем тумтир, кӗрӗк тавӑрса тӑхӑнса турчӑкапа, сенӗкпе хӑваласа авӑн картинчен кӑларса янӑ иккен.
4. Йӗтем, авӑн вучах сыхчин кунӗ. Пӑтӑпа асӑннӑ.
4-7. Сӗлӗ-урпана, уйри ҫӗмелсене йӗтем сине турттарса, кӗрхи ыраша акса пӗтерсе /15-мӗшӗччен/ ана пӑтти пӗҫерсе кӗрхи чӳке чӳкленӗ, ваттисене асӑннӑ вӑхӑт.
7. Ҫӗнӗ пурт лартнисем кӑмака туса пӗтереҫҫӗ, вучаха хӗрт-сурт вуттине /кӑварне/ илсе килсе вут чӗртсе, хӗрт-сурт пӑттине пӗҫерсе чӳклемелли вӑхӑт.
11. Чирку календарӗ тӑрӑх Иоан пуҫна каснӑ кун. Ҫак кун купӑста касма юрамасть тенӗ.
12. Ҫӗнӗ уйӑх кунӗ.
14. Кӗрхи ака чӳкне ирттернӗ кун. Ҫак кун 4-5 ҫулти ачасене лаша ҫине лартса урам тӑрӑх чуптарнӑ. Шыври ҫӗленсем ҫаран ҫине, уйри-хирти ҫӗленсем вӑрман уҫланкине, хур кайӑксем ҫула тухма пуҫтарӑннӑ вӑхӑт. Ҫӗрҫисем, катӑркас катине, ҫул ҫумӗнчи чӗмчен курӑкӗ ӳсекен ҫерем ҫине пуҫтарӑннӑ вӑхӑт. Йӗтен-кантӑра шӳтернӗ вӑхӑт.
14.09-15.11 кунсенче /22.09 чи аван вӑхӑт/ кӗрхи туйсене ирттермелли вӑхӑт.
15. Кӗтӳне, каҫсенче, карта хушшине кӗртнӗ кун.
21. Утар кунӗ. Кӗрхи хурт чӳкӗн кунӗ.
22. Христос амӑшӗ ҫуралнӑ кун. Кунпа ҫӗр танлашнӑ кун. Юпа кунӗ. Юпа чӳкне уйӑх пӗтнӗ эрнере ирттереҫҫӗ.
23. Пилеш кунӗ. Пилешпе хуҫалӑхран усалсене хӑваланӑ.
25-30. Авӑн ҫапса пуҫтарнӑ вӑхӑт. Йӗтем чӳкне, авӑн чӳкне, перекет чӳкне, кӗлет чӳкне, йӗрӗх чӳкне ирттернӗ вӑхӑт. Кӗрхи ӗҫке, ял ӗҫкине хатӗрленме пуҫланӑ, сӑра лартнӑ.
27. Сурӑхсен ҫӑмне касса пуҫтарнӑ вӑхӑт. Ҫӗлен-калта ҫӗр ӑшне, шапа шыв тӗпне, упа авӑрти йӑвине хӗл каҫма кӗрсе выртнӑ вӑхӑт.
Хур кайӑксем кӑнтӑралла вӗҫсе кайнӑ вӑхӑт. Ҫак вӑхӑтра пӑшисем кӗрхи уя, калча ҫине тухаҫҫӗ. Вӑрманта ар-ыр ҫурисем алхасаҫҫӗ.
30. Вырӑс хӗрарӑмӗсем кӗрхи ҫу кунӗсем вӗҫленчӗҫ тесе купӑста куклин уявне ирттереҫҫӗ. Чӑвашсем: "хур кайӑксене ӑсатрӑмӑр, хура кӗре кӗтӗмӗр", — тесе калаҫҫӗ. Кӗрхи ӗҫке пуҫлаҫҫӗ. Ҫамрӑксем улаха тухаҫҫӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-03-26 21:58:59 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4016 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем